Раççейри «Пĕлÿ» общество каллех ашшĕ-амăшĕсен пуçарăвĕсене хавхалантарнă. Республикăри вунпилĕк проект хушма укçа-тенке - 11 миллион ытла тенке - тивĕçнĕ
Çĕнтерÿçĕсем хушшинче Санарпуç шкулĕ те пур. Ашшĕ-амăшĕсен «Еткерлĕх навигаторĕ» проекчĕ 600 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Пулăшупа усă курса мобильлĕ лаборатори туса хурĕç. Вăл округри шкулсене, ача сачĕсене тухса çÿрес тĕллевлĕ.
Проект интереслĕ пилĕк станцие пĕрлештерĕ: «Йăхташăмăрсен кочĕ», «Шухăш кочĕ», «Ăстаçă кочĕ», «Чун кочĕ» тата «Вĕçев кочĕ». Кашни тĕлпулăвăн лайăх енĕ - тематикăллă тумсемпе асăнмалăх сăнÿкерчĕксем тăвасси. Пĕтĕм кадра çемье альбомне кĕртĕç. Ку проектăн хăйнеевĕрлĕ летопиçĕ пулса тăрĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Август 2026 |
