Çăкаллă Явăшри ятлă-сумлă ветеран Нина Прокопьевна Афанасьева хăйĕн 95 çулхи юбилейне çывăх çыннисемпе, тăванĕсемпе, ятлă-сумлă хăнасемпе кĕрекене ларса чаплăн паллă турĕ. Нина Прокопьевна пурне те тарават йышăнчĕ.
Округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова ячĕпе юбилей саламне ветеран патне Светлана Шашкарова заместитель çитерчĕ. Нина Прокопьевнăна Мăн Явăш территори пайĕн пуçлăхĕ Юрий Туринге те ăш сăмахсем каларĕ, çирĕп сывлăх, çутă ăраскал сунчĕ.
95 çулти Нина Афанасьеван ăс-тăнĕ çирĕп. Вăл самана таппинчен юлмасть, çĕнĕ хыпарсемпе кăсăкланать, «Çĕнтерÿ çулĕн» кашни кăларăмне чăтăмсăррăн кĕтет, хаçатри пур статьяна вулать.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Август 2026 |
