Вăрнар, Йĕпреç тата Элĕк округĕсенчи сывлăх енчен хавшак ачасем «Шевле» ыркăмăллăх фестивальне çитсе курнă. Аякри муниципалитетсенче пурăнакансем хевтесĕр ачасем валли йĕркеленĕ республикăри чи пысăк мероприятие хутшăннă.
«Шевле» фестиваль темиçе çул ĕнтĕ йывăр чирсемпе аптракан ачасене çитĕнтерекен çемьесене пĕрлештерет. Унта вĕсем тематикăллă квестсене, мастер-классене, ăсталăх тата спорт лапамĕсенчи вăйăсене хутшăннă, паянхи искусствăпа паллашнă. Мероприятин тĕп тĕллевĕ - паллиатив пулăшăвĕ кÿрекен тухса çÿрекен служба ĕçĕ валли укçа-тенкĕ пухасси çеç мар. Сывлăхĕ хавшак ачасем те общество тата культура пурнăçне активлă хутшăнма пултарнине палăртасси те.
Специалистсен шухăшĕпе, çакăн пек проектсем ачасене обществăна хăнăхма, пĕр-пĕринпе хутшăнма пулăшаççĕ, эппин, вĕсен аталанăвне пысăк витĕм кÿреççĕ.
Фестивале Вăрнар округĕнчи çемьесем те хутшăнма пултарнă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Оксана СЕМЕНОВА
Ирина ЯКОВЛЕВА
Елена ПОРФИРЬЕВА
Август 2026 |
