Çырла производстви вăй илет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.08.2026, 10:04 Просмотров: 25

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Пехет» агромаркетра фермерсем, сад тата çырла ăстисем, тĕпчевçĕсем, тĕп хула çыннисем 4-мĕш хут Çырла фестивальне пухăннă. Пĕр-пĕрне кăçалхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе, умри тĕллевсемпе, паха опытпа паллаштарнă. Сумлă хăнасен йышĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов, ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тата ыттисем пулнă.

Патшалăхăн тĕллевлĕ пулăшăвне пула ?«Агростартап» тата «Перспектива» грантсем% республикăра çырла лаптăкĕсем çулсерен ÿссе пыраççĕ. Уйрăмах Патăрьел, Муркаш, Шупашкар муниципаллă округĕсенче ку енĕпе активлă вăй хураççĕ. Кăтартусем те савăнтараççĕ: 2020 çулта пĕтĕмĕшле 86 тонна çырла пуçтарса кĕртнĕ пулсан, 2025 çулта 1022 тонна енне. Çырласен лаптăкĕсем 2020 çулта 140 га пулнă, пĕлтĕр вара 343 гектара çитнĕ. 5 çулта тухăç та самаях пысăкланнă: 2020 çулта гектартан 27,5 центнер çырла пухса кĕртнĕ пулсан, 2025 çулта ку кăтарту 74,3 центнера çитнĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика