Вăхăтра тата пахалăхлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.08.2026, 10:48 Просмотров: 26

Мĕнпур территори пайĕсем пысăк строительствăпа юсав ĕçĕсене çаврăннă тейĕн. Кашни тăрăхрах «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа калăпăшлă çĕнетÿсем пыраççĕ. Нумай проектпа палăртнă ĕçсене пурнăçланă та ĕнтĕ.

Калинино территори пайĕнче унчченхи эрнере ятарлă комисси вĕçленнĕ объекта йышăннă, ирттернĕ ĕçсен пахалăхне тишкерсе хакланă. Кунта программăна хутшăнса Калинино салин масарĕ патне пыракан çула юсаса тирпейленĕ тата çуран каçмалли вырăн йĕркеленĕ.

Халăх сĕннипе пурнăçланă проект, каламалла, çывăхри çичĕ ялта пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та ку ялсенче пурăнакансем пуçарăва чĕре патне çывăх йышăннă, ăна пурнăçа кĕртме хастар тÿпе хывнă. Çапла пĕрлехи вăйпа, патшалăх пулăшăвне тивĕçсе çула вĕт чул сарса якатма, тротуар плитки хурса çуран каçă тума май килнĕ. Пурнăçран уйрăлнă тăванĕсене, çывăх çыннисене хисеп тума килсе çÿрекенсемшĕн меллĕ пулнине палăртаççĕ халĕ ял çыннисем. Тата сăваплă вырăна хăтлă тытни те паха.

Комисси объектри ĕçсене лайăх хак панă, вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланине палăртнă. Кăçал Калинино территори пайĕнче пуçаруллă 12 проектпа вăй хураççĕ. Вĕсенчен çуррине ăнăçлă вĕçленĕ ĕнтĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика