Тĕп тĕллев - тырра çухатусăр пухса кĕртесси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.08.2026, 10:54 Просмотров: 28

Талккишпех сарăлса выртакан сап-сар тыр-пул пуссисене асăрхамасăр иртейместĕн. Ку пуянлăх округри хуçалăхсен. Предприятисенче тăпра пулăхне ÿстерессине пысăк тимлĕх уйăрнăран, агротехникăна пăхăнса ĕçленĕрен хуçалăхăн уйĕсене ытараймастăн. Тĕмсем çăра, пучахĕсем шултра.

Округра «Семеновод» хуçалăхсăр пуçне пур аграри предприятийĕнче те вырмана тухнă. Аграрисен пĕрчĕллĕ культурăсене пĕтĕмпе 16578 гектар çинчен пухса кĕртмелле, çав шутра кĕрхисем - 5775 га. Уй-хир карапĕсен штурвалĕсене опытлă комбайнерсем çирĕп тытса пыраççĕ. Каçалăк хыççăн каçалăк хăвăрт катăлать. Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне 4830 га çинчи пĕрчĕллĕ культурăсене вырнă. Уяр çанталăкра пĕрчĕллĕ культурăсене çапса тĕшĕлесен, паллах, сарă ылтăна пухса кĕртес тĕлĕшпе тăкаксем те пулмĕç.

Хальлĕхе вăтам тухăç 31,8 центнертан иртет. Палăртма кăмăллă, урпа тухăçĕ 39,8 центнерпа таглашать. Комбайнсем кĕрхи тырпул, пăрçа пуссисенче выраççĕ. Уй-хир карапĕсем çĕмĕрĕлесси те пулать. Инженерипе техника служби тăрăшнипе ял хуçалăх машинисене вăхăтра юсаççĕ. Опытлă комбайнерсем уяр çанталăкăн кашни кунĕпе усă курса пĕрчĕллĕ культурăсене ытларах вырма тăрăшаççĕ. Водительсем уй-хир продукцине йĕтем хуçалăхне вăхăтра турттараççĕ.

Аграрисем умĕнче тĕп тĕллев - тырпула тăкаксăр пухса кĕртесси.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика