Юратупа ăшăлăх - ачасене пулăшу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.08.2026, 13:38 Просмотров: 25

Çуллахи каникул вĕçленесси нумай юлмарĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçтарăнма та вăхăт. Анчах шкула хатĕрленесси вăл тетрадь-ручка, шкул тумтирĕ туянасси кăна мар. Чи пĕлтерĕшли - кану хыççăн ачасене каллех парттăсем хушшине ларма хавхалантарасси, пуçласа шкула каякансене вара пĕлÿ тĕнчине пĕрремĕш утăм тума пулăшасси.

Кун пек чухне ачана каланă кашни ăшă сăмах, кашни ырă пулăм, йăл кулă пĕлтерĕшлĕ. Ачан пурнăçĕнче тепĕр çĕнĕ тапхăр пуçланать, апла-тăк пирĕн, ашшĕ-амăшĕсен, аслисен, тĕп задачи - вĕсене унта май килнĕ таран çăмăллăн, ăнлануллăн кĕртесси, хăйсен вăйне тата пĕтĕмпех пултарассине ĕненме вĕрентесси.

Хатĕрленÿ ĕçĕнче, каламалла, вак-тĕвек çук. Чи малтанах кун йĕркине çирĕплетни кирлĕ. Çакă вара будильник шăнкăртатнипе вăхăтра вăранма хăнăхни кăна мар. Ачана хăйĕн кун тăршшĕне шайлашуллă ирттерме хăнăхтармалла. Майĕпен ирхине вăранмалли тата каçхине çывăрма выртмалли вăхăтсене куçарса пымалла. Режима тăрук улăштарма юрамасть - çакă организмшăн, нерв тытăмĕшĕн сиенлĕ. Çывăрма выртас умĕн гаджетсемпе усă курма чарсан аванрах. Ыйхă канлĕ, усăллă пултăр тесен, каçхине телефон-компьютер пăхса пăлханни-хумханни ним тума та кирлĕ мар.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена МИНАЕВА,

Вăрнар тĕп больницин медицина психологĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика