Вăрнар поселокĕ йĕркеленнĕренпе 130 çул çитет. Çакна архив докуменчĕсем çирĕплетеççĕ.
Вулакансене хамăр ентешĕн, ăсчахăн, филологи наукисен докторĕн Виталий Григорьевич Родионовăн статйипе паллашма сĕнетпĕр. Вăл 1995 çултах пичетленнĕ пулин те хăйĕн актуаллăхне çухатман-ха.
«...Вăрнар юбилейĕ хăçан пулать-ши/ Архив тусанĕсене çăта-çăта саралса ларнă кивĕ хутсене шырама пуçăнтăм. Эпĕ пĕрремĕш мар иккен ку ыйтупа кăсăкланаканни. Кирилл Максимович Никишов 1964 çулта «Краткая история поселка Вурнары» ятлă тĕпчев ĕçĕ те çырнă-мĕн. Тĕплĕ ĕç. Унта вăл Вăрнар 1918 çулта йĕркеленнĕ тесе çырать. Енчен те Вăрнар станцийĕ çумĕнче çуртсем лартнине тĕпе хурсан çав çула станци пуçламăшĕ тесе калама май пур ĕнтĕ. Çапах та хальхи Вăрнар станци кăна мар-çке, чи малтан район центрĕ вăл.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Август 2026 |
