Аваллăха асра тытса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.08.2026, 13:42 Просмотров: 25

Кушар Юнтапари ял библиотекинче «Арча: çемье йăли-йĕркисен управçи» республика проектне пурнăçласа «Кĕнчелеççинчен тĕрĕ таран» этнографи сехечĕ иртнĕ. Мероприятие хутшăннă хĕрарăмсем мăн асламăшĕсемпе мăн кукамăшĕсен ĕç-хĕлне аса илнĕ.

Этемлĕхĕн черченкĕ çурри аслă ăрăвăн ремеслисем кăсăклантарнине çирĕплетнĕ. Çак мероприяти пуçаруçи - Алина Николаевна Спиридонова библиотекарь. Палăртмалла, Алина Николаевна 30 çул ытла библиотекарьте тăрăшать. Вăл ăста квалификациллĕ специалист. Алина Спиридонова калăпăшлă проектсен йĕркелÿçи тата тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçи. «Литературăллă Чăваш ен» республика конкурсне çулсеренех йĕркелеме хутшăнать.

Алина Спиридонова пултаруллă тĕрĕçĕ те. Бисертан чăваш наци илемлетÿ хатĕрĕсене тăрăшсах ăсталать. «Кушар ен» творчество коллективне те çÿрет. Ярмушка территори пайĕнчи хĕрарăмсен канашĕнче 10 çул ытла тимлет.

Тĕп тивĕçсĕр пуçне Алина Николаевна обществăлла ĕçсенче хастар. Вăл участокри суйлав комиссийĕн председателĕн заместителĕ те. Волонтерсен ĕçне те хутшăнать. 2021 çулта ывăлне çар службине ăсатнă. 2022 çултанпа СВО участникĕсене пулăшассипе хастар тимлет: маскировка сечĕсем çыхать, çар служащийĕсене пуренлĕн пулăшма тăрăшать. Алина Спиридонован гражданла яваплăх пысăк.

Маттур библиотекарь çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика