Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ кĕçех шĕвĕ микроудобренисем кăларма тытăнĕ. Хальхи вăхăтра предприятин пĕр цехĕнче техника тĕлĕшĕнчен туллин пуянланас тапхăр пырать.
Завод директорĕ, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Васильевич Свешников каланă тăрăх, шĕвек микроудобренисем предприятишĕн тĕпрен çĕнĕ продукт пулса тăрĕç. Кун пек чухне тĕп ассортименчĕ – ÿсентăрана хÿтĕлемелли хими тата биологи хатĕрĕсем - туллин сыхланса юлĕ. Продукцин çакăн пек анлă спектрĕ çĕр ĕçченĕсене кирлĕ агрохими продукчĕсене пĕр производительтен туянма май парĕ.
«Çулталăк вĕçленнĕ тĕле технологи линийĕ хатĕр пулать, ăна хута ярсан производство калăпăшĕ ÿсмелле. Çитес çул эпир çак ĕçĕн кăтартăвне курасса шанатпăр», – палăртрĕ Владимир Васильевич Свешников.
Заводăн тĕп технологĕ Елена Хасиятулловна Буданова палăртнă тăрăх, шĕвек микроудобренисен технологийĕ ÿсентăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем туса кăларассипе нумай енчен пĕрешкел. Акă, тĕп процессем - тиесси ?загрузка%, хутăштарасси, ăшăтасси тата сивĕтесси - пĕр пек. Цех тата наукăпа производство центрĕн ĕçченĕсен квалификацийĕ пысăк пулнипе предприяти çĕнĕ йышши продукци кăларассине ăнăçлăн алла илме хатĕр.
Халĕ подряд организацийĕсем инженери системисене хатĕрлеççĕ, çĕнĕ оборудовани валли лаптăксем йĕркелеççĕ, унпа пĕрлех цех çуртĕнче урайсемпе стенасене юсаççĕ.
Людмила ИВАНОВА
Август 2026 |
