Фестивальте

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.08.2026, 13:46 Просмотров: 25

Çамрăклăха упрас тесен пыл çимелле, тенĕ Авиценна. Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕччен республикăра «Чăваш енĕн пыл çулĕ» агротуризм фестивалĕ пырать.

Пĕтĕмĕшле илсен, мероприяти Шупашкарти «Пехет» агромаркетра иртет. Фестиваль Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Çĕнĕ Шелттемре вĕçленет. Кун йĕрки пуян пулмалла. Пыла тата ытти ял хуçалăх продукцине сутакан площадкăсем ĕçлĕç. Творчествăна юратакансем ăсталăх лаççисенче пултарулăха аталантарма пултарĕç, халăх промыслисен куравĕ те уçăлĕ. Фестиваль шайĕнче хастар тимлекен утарçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма май пулĕ. Мероприятие килнисене спорт ăмăртăвĕсем, эстрада çăлтăрĕсемпе фольклор ансамблĕсен концерчĕсем хавхалантарĕç. Кĕçĕн ÿсĕмри ачапча валли вылямалли площадкăсем йĕркелĕç.

Палăртса хăвармалла, фестивальте кашниех техĕмлĕ çимĕçе - пыла - тутанса пăхма пултарать.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика