150 кг таякан, 170 см çÿллĕш 43-ри арçынна тухтăрсем начарланма пулăшнă
Вăл чылай вăхăт апатлану йĕркине пăхăнман, сахал хускалнă. Пурăна киле сывлăхĕ хавшанине туйма тытăннă.
Арçын хăй тĕллĕн начарланма хăтланнă, рациона улăштарнă, диетологсенчен пулăшу ыйтнă. Анчах пĕр хушă кăна сахал çимесĕр пурăнайнă. Нумайран та 10 кг чакма пултарнă вăл, анчах тепĕр уйăхранах каялла мăнтăрланнă.
Шупашкарти тухтăрсем операци туса унăн хырăмлăхне пĕчĕклетнĕ. Виçĕ уйăхран тараса 105 кг кăтартнă.
Сентябрь 2026 |
