Завод ветеранĕ - 95 çулта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.09.2026, 09:26 Просмотров: 17

Ятлă-сумлă çынсем - Вăрнар округĕн мăнаçĕ. «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче крановщицăра чылай çул ĕçленĕ Нина Игнатьевна Тимофеева хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă турĕ. Унăн ĕç стажĕ 20 çул ытла. Шăпах ăна завод ветеранĕсен канашĕпе пĕрле саламлани чăн-чăн уява çаврăнчĕ.

Нина Игнатьевнан кун-çулĕ пархатарлă. Уçă кăмăллă, кирек мĕнле лару-тăрура та çынлăха упрама пĕлет вăл.

Нина Тимофеева 1931 çулхи августăн 28-мĕшĕнче пысăк çемьере çуралнă. Унăн ашшĕ Игнатий Павлович Павлов ?1898-1964% бухгалтерта ĕçленĕ. Граждан, Финн вăрçисем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă. Салтак аттине хывсан вăл специальноçпе малалла ĕçлеме тытăннă, хурт-хăмăр ĕрчетме те кÿлĕннĕ. Анчах та фронтра илнĕ йывăр сурансем хăйсем пирки асилтерсех тăнă, ашшĕ 66 çулччен çеç пурăннă. Амăшĕ Евдокия Прохоровна ?1899-1992% ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ырми-канми ĕçленĕ, 93 çула çитиччен пурăннă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Анастасия КИРИЛЛОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика