«Преми» пуянлатать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.12.2018, 09:26 Просмотров: 389

Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче республикăн 2018 çулхи бюджетне тÿрлетÿсем кĕртессине пăхса тухнă. Бюджетăн тупăш пайĕ 193 миллиона яхăн тенкĕлĕх пысăкланать.

Шучĕпе ку республика бюджетне кăçал кĕртнĕ тăваттăмĕш тÿрлетÿ пулать. Асăннă укçа – Мускав регион влаçĕсен налук пухмалли майсене анлăлатас, экономикăна пĕтĕмĕшле аталантарас тĕллевлĕ ĕçне хакланин кăтартăвĕ. «Премие» çĕршывăн хĕрĕх регионĕ илет. Чăваш ен те çак ретре.

Вице-премьер – финанс министрĕ Светлана Енилина «çÿлтен» «йăтăнса аннă» çак укçана мĕнле тĕллевсем валли ярасси пирки пĕлтернĕ. 22 миллион тенкĕне яхăн укçа-тенкĕ – çемьесенчи виççĕмĕш ачасемшĕн пособи тÿлеме, 125 миллион – вĕренÿ организацийĕсен пурлăх базине пуянлатма, 26 миллион – муниципалитетсене пулăшма, 20 миллион – влаç органĕсен ĕçне тивĕçтерме.

Çапла вара федераци центрĕ Чăваш ене кăçал паракан укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 19,9 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Ку пĕлтĕрхи виçерен 25 процент пысăкрах. Кăçалхи бюджетăн тупăш пайĕ 49,6 миллиард тенке çитĕ, ку вăл иртнĕ çулхинчен чылай пысăкрах. Бюджет саккунне кĕртмелли тÿрлетÿсене Чăваш ен Патшалăх Канашĕн çитес эрнери сессийĕнче тишкерĕç – ăна раштавăн 18-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.

Çулталăк вĕçленсе пырать – Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйăрнă укçапа тухăçлă усă курмалли пирки асăрхаттарнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика