Штраф вырăнне – асăрхаттару

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.01.2019, 10:26 Просмотров: 457

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен ĕçченĕсене саккунсăр штрафсем çырса панă тĕслĕх пулнă. Çакăн пек çитменлĕхсем тупăннă Çутçанталăка сыхлассипе тимлекен Шупашкарти прокуратура ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин административлă практикине тĕрĕсленĕ хыççăн.

«Селяночка» обществăн должноçри çыннине, сăмахран, министерствăн патшалăх инспекторĕн йышăнăвĕпе РФ КоАП-ĕн 8.41-мĕш статйипе айăплă тесе 3000 тенкĕ штраф хунă.

Анчах айăплавне палăртнă чух «Селяночка» общество пĕчĕк предпринимательлĕх ушкăнне кĕнине шута хуман. РФ КоАП-ĕн 4.1.1-мĕш статйипе килĕшÿллĕн штраф вырăнне асăрхаттару памалла пулнă. Районсем хушшинчи прокурор хирĕçленĕ хыççăн айăплав тĕсĕсене ылмаштарнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика