Тĕрĕслевсем иртеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.03.2019, 15:03 Просмотров: 520

Раççей Шалти ĕçсен министерствин Чăваш енри транспорт çинчи линейнăй пайĕ «Суту-илÿ» профилактика операцийĕ йĕркипе рейдсем ирттерет.

Çав шутра – чукун çул вокзалĕсемпе платформисенче, юханшыв порчĕсенче, пассажир поезчĕсенче. Уйрăм тĕрĕслевре – поездсенчи вакун-ресторансенче алкогольлĕ шĕвексене сутнин саккунлăхĕ. Транспорт объекчĕсенче çула çитменнисене эрех-сăра е сигарет саккунсăр сутнă тĕслĕхсене палăртассипе те ĕçлеççĕ. Кăçал транспорт полицийĕн сотрудникĕсем саккунсăр суту-илÿ тĕлĕшпе 3 протокол çырнă.

Транспорт полицейскийĕсем вокзалсемпе перронсенче, поездсенче саккунсăр сутакансенчен апат-çимĕç туяннин хăрушлăхне те асăрхаттараççĕ. Вĕсене пула хырăм пăсăлни, инфекци чирĕсем ерни те сайра мар.

Транспорт объекчĕсенчи саккунсăр суту-илÿ пирки линейнăй пай дежурнăй чаçне 39-18-94 номерпе е «шанăç» телефонĕпе (88312448585) шăнкăравлама ыйтатпăр.

«Суту-илÿ» операци мартăн 19-мĕшĕччен пырать.

Кристина ХОРУШ,

транспорт çинчи линейнăй пай инспекторĕ

шалти служба лейтенанчĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика