Февральти кăтартусем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.03.2019, 15:07 Просмотров: 499

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ уйăхра пĕтĕмпе гражданла тăрăмăн 68 актне регистрациленĕ.

Вĕсенчен 22-шĕ ачасем çуралнипе çыхăннă. Çут тĕнчене 12 арçын ача, 10 хĕрача килнĕ. Пĕлтĕрхи танлаштаруллă уйăхра 23 ача çурални паллă. Февральте ЗАГС пайĕ ашшĕлĕхне йышăнни пирки сакăр тĕслĕхе шута илнĕ.

Иртнĕ уйăхра районта 25 çын пурнăçран уйрăлнă: 13 арçын, 12 хĕрарăм. Пĕлтĕрхи февральте автансăр яла каякансем 42-ĕн пулнă.

Февральте 7 çĕнĕ çемье çуралнă, вăл шутра виççĕшĕ – юратакансен кунĕнче. Çав вăхăтрах пилĕк çемье арканнă: тăваттăшĕ суд йышăнăвĕпе, пĕри – пĕрлехи килĕшÿпе.

Çавăн пекех ЗАГС пайĕ çырса хунисене улшăнусем кĕртессипе 17 заявлени пулнине пĕлтерет. Иккĕмĕш хутла свидетельствăсене 46 панă, 81 справка çырнă, патшалăх пошлинине 30245 тенкĕлĕх хывнă тата ыт. те.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика