Сутас тĕллевпе упранă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.03.2019, 10:06 Просмотров: 480

Шупашкарти транспорт полицийĕн сотрудникĕсем 4 килограмм ытла наркотике саккунсăр çаврăнăшран кăларнă.

Наркăмăша сутма хăтланнă 24-ри çамрăка оперативлă шырав мероприятийĕсем вăхăтĕнче тытса чарнă. Вăл пурăнакан вырăнта оперативлă сотрудниксем тĕркемсем тупнă. Экспертсем каярахпа палăртнă тăрăх, вĕсенче – пысăк виçепе тĕрлĕрен наркотиклă тата психотроплă япаласем. Саккунсăр çак япаласене çамрăк сутас тĕллевпе упранă-мĕн. Линейнăй пайăн следстви управленийĕ ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ку преступленишĕн саккунпа çирĕп айăплав палăртнă – пурнăç тăршшĕпех ирĕксĕр хăварни таранах.

Кристина ХОРУШ,

транспорт çинчи линейнăй пай инспекторĕ

шалти служба лейтенанчĕ.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика