Пурте кар! тăрар, тасалăхшăн тăрăшар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.04.2019, 10:54 Просмотров: 500

Район администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 8-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 8-мĕшĕччен районта санитарипе экологи уйăхлăхĕ иртет.

Тавралăха симĕслентерес, тирпейлĕх кĕртес, санкцилемен çÿп-çап вырăнĕсене пĕтерес енĕпе ятарлă план хатĕрленĕ.

Ял-хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсен халăх пурăнакан вырăнсене хăтлăх кĕртме, ешĕллентерме – йывăç-тĕм лартма – предприятисене, учреждени-организацисене, çавăн пекех уйрăм çынсене явăçтармалла. Предприяти-организацисен çирĕплетнĕ территорисем пирки çулталăкĕпех манмалла мар, йĕркелĕхпе тирпейлĕх хуçалантăр тесен кашни эрнерех «таса кĕçнерникун» мероприяти ирттермелле.

Управляющи компанисен ертÿçисен субботниксенче пухăннă çÿп-çапа вăхăтра илсе тухассине йĕркелемелле. Тирпейлĕх кĕртнĕ территорисене тепĕр хут ăпăр-тапăр тултармалла мар.

Вячеслав ГОРБУНОВ,

район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ –

ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика