Аталантармалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.04.2019, 10:19 Просмотров: 488

Тăпра пулăхне ÿстермесĕр юханшывсем çурнă тайлăк-тĕйлĕк уй-хирте культурăсене пысăк тухăçлă, рентабельлĕ çитĕнтереймĕн.

Республикăри «Агро-Инновацисен» директорĕ Николай Васильев тухăç начар паракан çĕре тĕрлĕ енпе пулăхлатма сĕнет,

– Пулăхăн мĕнпур компонентне, чи малтанах органика япалисене, вĕсен тĕп элементне – гумуса – тăпрана тавăрсах тăмалла. Шăпах органика япалисем пулăхăн агрономи енĕсен комплексне – биологи, физика-хими, шыв-физика параметрĕсене – лайăхлатса пысăк витĕм кÿреççĕ. Чăваш енри патшалăх агрослужбин центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта тăпрара гумус 2 хута яхăн, азот – 1,4, фосфор 2,5, кали 2,4 хут ытларах тăкакланнă. Республикăра йÿçек тăпраллă çĕр – 220,4 пин, çав шутра вăйлă тата вăтам йÿçек тăпралли 35,3 пин гектар пулин те 690 гектара çеç извеçленĕ, 720 гектара фосфорпа пулăхлатнă. Тăпрана кали пач хывман. Кăçал органика тата минерал удобренийĕсемпе пĕлтĕрхинчен нумайрах лаптăка пулăхлатма, извеçпе, фосфорпа кали ытларах усă курма çĕре биологизацилеме чĕнсе калатăп.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика