Христос чĕрĕлнĕ! Чăн чĕрĕлнĕ!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.04.2019, 16:32 Просмотров: 1241

Раççейре ыран, ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче, православи тĕнĕн тĕп уявне – Мăнкуна – паллă тăвĕç.

Турра ĕненекенсем пĕр-пĕрне «Христос чĕрĕлнĕ!», «Чăн чĕрĕлнĕ!» тесе саламлĕç. Праçник умĕн Чăвашстат специалисчĕсем хăшпĕр апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсем пирки пĕлтереççĕ.

Йăлана пăхăнса уяв сĕтелĕ апат-çимĕçрен тулăх пулмалла. Тĕп вырăнта – ырă шăршăллă кулич, изюм хушса тăпăрчăран пĕçернĕ шĕвĕр тăрăллă çимĕç (пасха), сăрланă çăмартасем.

Шĕвĕр тăрăллă çимĕçе пĕçерме çуллă тăпăрч (пĕр килограмм – 263 тенкĕ), хăйма (162 тенкĕ), услам çу (492 тенкĕ), чăх çăмарти (10 штукĕ – 59 тенкĕ), сахăр (42 тенкĕ), типĕтнĕ улма-çырла (208 тенкĕ) кирлĕ.

Çÿлте асăннă продуктсемсĕр пуçне кулич пĕçерме тулă çăнăхĕ (30 тенкĕ), пастеризациленĕ сĕт (çу шайĕ – 2,5–3,2 :, пĕр литрĕ – 56 тенкĕ) туянмалла.

Мăнкун çăмартисене сăрланă тата илемлетнĕ чух лавккасенче сутакан ятарлă пухăсемпе, çавăн пекех сухан хуппипе, кофепе, куркумапа, хĕрлĕ кăшманпа усă курма пулать.

Паллах, тĕп çимĕçсемсĕр пуçне аш-пăшран, пулăран хатĕрленĕ блюдăсем, салатсем тата ытти техĕмлĕ апат уяв сĕтелне пуянлатĕç. Вĕсене хатĕрлеме ĕне ашĕ (шăмăсăрри, килограмĕ – 481 тенкĕ), лосось йăхĕнчи сивĕтнĕ тата шăнтнă пулă (635 тенкĕ), çурматĕтĕмленĕ тата пĕçернĕ-тĕтĕмленĕ кăлпасси (354 тенкĕ), консервланă, маринадланă пахчаçимĕç (126 тенкĕ), майонез (174 тенкĕ), чĕрĕ хăяр (155 тенкĕ), помидор (144 тенкĕ), типçу (87 тенкĕ) кирлĕ.

Чăвашстат.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика