Пĕрремĕш тапхăрĕ иртет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.04.2019, 16:34 Просмотров: 787

Шалти ĕçсен республикăри министерстви Вĕрентÿ тата Сывлăх сыхлавĕн министерствисемпе пĕрле «Раççей ачисем» профилактика операцийĕн пĕрремĕш тапхăрне ирттерет.

Операци ачасемпе çамрăксем хушшинче наркомани сарăлассине асăрхаттарас, вĕсене наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне явăçтарнă тĕслĕхсене палăртас тĕллевлĕ. Кунсăр пуçне наркотиксем çынна мĕнле тĕп тунине тата вĕсемпе çыхăннă саккунсăр ĕçсене хутшăннăшăн кĕтекен явап çинчен ăнлантарасшăн. Çамрăксем пухăнакан вырăнсенче, вокзалсемпе пасарсенче, транспорт çинче пĕрлехи рейдсем ирттереççĕ. Çула çитменнисемпе çамрăксен право тата наркологи пĕлĕвне ÿстересси те уйрăм тимлĕхре.

Мероприятисене апрель вĕçĕччен йĕркелеме палăртаççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: (8352)39-40-09 е (8352)39-40-64.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика