Пушкăртстанран – çĕнтерÿпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.04.2019, 08:51 Просмотров: 530

Район артисчĕсен пултарулăх шайне тĕрлĕ конкурссенчи çĕнтерÿсем аван çирĕплетеççĕ.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче, акă, «САЛАМ» ушкăнăн творчество «енчĕкне» тата тепĕр çитĕнÿ хушăнчĕ. Вĕсем виçĕ кунлăх турпа Пушкăртстан Республикинче пулнă, Мелеуз хулинче иртнĕ регионсем хушшинчи «В глубинке» фестиваль-конкурсра тупăшнă.

Вăрнар хĕрĕсен – Алина Евдокимован, Галина Егорован, Лия Краснован, Анна Васильеван – юррисем çирĕп жюрие килĕшнĕ. «САЛАМ» ушкăн «Вокал ансамблĕсем» номинацире I степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.

Регионсем хушшинчи фестивале Чăрăшкас Хирлеп тăрăхĕнчи «Аса ил» вокалпа инструменталлă ансамбль те хутшăннă. Алина Евдокимовапа пĕрле шăрантарнă номер виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика