«Волна» ача-пăча сывлăх лагерĕн территорийĕнче республикăри çамрăк экологсен слечĕ иртрĕ. Унта район чысне Пăртас шкулĕнче вĕренекенсем – «Экодозор» экологи пĕрлешĕвĕн членĕсем хÿтĕлерĕç.
Виçĕ кун хушшинче çамрăк экологсем тĕрлĕ конкурса хутшăнчĕç: экологин тĕрĕслевĕпе турист маршрутне чупса тухрĕç, экологи сукмакĕпе экскурси йĕркелесе ирттерчĕç, стена хаçачĕ кăларчĕç тата ытти ĕçсене пурнăçларĕç.
«Экодозор» вăрманпа тата улăх-çаранпа çыхăннă пĕлĕве лайăх кăтартса пачĕ. Команда 2-мĕш вырăна тухрĕ. Ку конкурсра В.Сергеева тата А.Ключникова тăрăшрĕç. Экологи турист маршрутĕнче те «Экодозор» 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Кунта П.Кириллов, А.Егоров тата А.Никитин палăрчĕç. Пултарулăх конкурсĕнче – стена хаçачĕ кăларассинче 1-мĕш вырăна тухрĕç. А.Галкина тата Г.Петрова хаçата пуринчен лайăх калăпларĕç.
Пăртассем спорт ăмăртăвĕнче те малта пулчĕç. П.Кириллов тăршшĕне сикессипе 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çивĕч кĕрешÿре «Экодозор» 2-мĕш вырăна тухрĕ. Командăна ÿлĕмрен те ăнăçу сунас килет.
Татьяна ПЕТРОВА,
пĕрлешÿ ертÿçи.
Май 2025 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
28 | 29 | 30 | 1 | 2
|
3 | 4 |
5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 |
19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |