100-мĕш чемпионат Шупашкарта иртĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.06.2019, 15:05 Просмотров: 450

Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕ юбилейлă – 100-мĕш чемпионата Шупашкарта ирттерме йышăннă. Вăл июлĕн 24–27-мĕшĕсенче пулать.

Сумлă ăмăртăва харпăр хăй патĕнче ирттерессишĕн Шупашкарпа пĕрле Хусан та тупăшнă. Пĕтĕмлетÿллĕ сăмаха «Раççей – спорт çĕршывĕ» пĕтĕм тĕнчери форумра çирĕплетнĕ.

Каламалла, çăмăл атлетика енĕпе наци чемпионатне Чăваш ен çиччĕмĕш хут йышăнать. Юлашки çулсенче «Олимпийский» стадионта футбол енĕпе 2018 çулхи тĕнче чемпионатне хатĕрленсе футбол уйне кăна мар, чупу çулĕсемпе çăмăл атлетикăн пĕтĕм секторне çĕнетсе улăштарнă. Халĕ стадион пĕтĕм тĕнчери мĕнпур требованисене тивĕçтерет.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика