Иртнĕ эрнере районти пĕр çамрăк кĕтмен çĕртен хăйĕн «хурçă учĕсĕр» тăрса юлнă. Унăн машинипе хуçинчен ыйтмасăр «ярăнакансене» вара районти йĕрке хуралçисен шырама тивнĕ.
«Полицин «Вурнарский» пайне пулăшу ыйтма килсен 22-ри çамрăк çакнашкал пăтăрмаха мĕнле лекнине тĕплĕн каласа панă. Калининăран яла таврăнаканскер çула май машинăна палламан икĕ çамрăка лартнă-мĕн. Тин паллашнă пĕлĕшĕсемпе кил умĕнче эрех те ĕçнĕ. Тахăш вăхăтра вăл, нумайлăха та мар, аяккалла кайса килнĕ. Каялла таврăнать те – çĕнĕ «тусĕсем» те, машини те çук.
Полицейскисем тÿрех шырав ĕçĕсем пуçланă. Машинăна тĕп хулари ГИБДД сотрудникĕсем Шупашкар районĕнче тупса чарма пултарнă. Транспорта ку районта пурăнакан 18-ти тата 19-ти икĕ çамрăк хăваласа тарнă тесе шутлаççĕ. Киревсĕр ĕçпе вĕсем пĕрремĕш хут мар лекеççĕ – вăрланăшăн тата вăрă-хурахла çаратнăшăн унччен те судпа айăпланнăскерсем.
Ку тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă», – пĕлтерет Шалти ĕçсен республикăри министерствин пресс-служби.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
