Телефон вăрланăшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.07.2019, 16:01 Просмотров: 427

Нумаях пулмасть Вăрнар район сучĕ Канашри 23-ри хĕр тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Патшалăх айăплавне Вăрнар район прокуратури йĕркелесе пынă.

Суд тенкелĕ çине Канаш хĕрĕ Вăрнарта вăрласа-çаратса çÿренĕшĕн ларнă. Кăçалхи февралĕн 3-мĕшĕнче, акă, вăл поселокри Б. килĕнче пулнă. Ÿсĕрскер сĕтел çинчи кĕсье телефонне курнă та хуçи сисиччен йăкăртма ĕлкĕрнĕ. Телефонĕн хакĕ 7 пин ытла тенкĕ – тăкакĕ пĕчĕк мар.

Çак хĕрех февралĕн 8-мĕшĕнче Б.-не тепĕр телефон вăрланă. Ун чухне те ÿсĕр пулнă вăл. Ку хутĕнче вырăн çинчен 9 пин ытла тенкĕлĕх телефона çаклатса тухнă. Икĕ тĕслĕхĕпе те хăйĕн айăпне туллинех йышăннă вăл. Вăрнар район сучĕ ăна çулталăк çурăлăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă. Тĕрĕслев вăхăчĕ – пĕр çул.

А.СОРОКИН,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика