Мăн Явăш хĕрачин Екатерина Кошкинан çитĕнÿсен енчĕкне тата тепĕр сумлă награда хушăнчĕ.
Пултаруллă спортсменка Тутарстан Республикинчи Мамадыш хулинче ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта чи çÿллĕ шайри медале – ылтăна – тивĕçнĕ. Кавир çинче вăл Чечняри, Дагестанри, Казахстанри, Мускаври, çĕршывăн ытти регионĕсенчи вăйлă кĕрешÿçĕсемпе тытăçăва кĕнĕ.
Ун командăри юлташĕн – Вăрнарти Милена Федорован та – кăтартăвĕ чаплă. Вăл та кĕрешÿре пысăк ăсталăхĕпе усă курса ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.
Хурăнсур Çармăс хĕрĕсем те, Эльвира Филипповапа Ангелина Егорова, турниртан савăк кăмăлпа таврăннă. Вĕсен – бронза медальсем.
Пăваялĕнчи Максим Иванова кăшт ăнăçман. Вăл турнирăн пиллĕкмĕш йĕркине йышăннă. Çĕнтерÿçĕсене медальсемсĕр пуçне укçан сумлăн хавхалантарнă.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
