Раççей финалне хутшăнма тивĕçнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.06.2019, 13:55 Просмотров: 385

Иртнĕ эрнере «Химик» спорт клубĕн çамрăк футболисчĕсем тепĕр сумлă ăмăртура палăрнă.

Раççей ача-пăча футболĕн «Загрузи себя футболом» лигин турнирĕ Владимирта иртнĕ. Унта 2009 çулта çуралнă ачасем тупăшнă.

Вăрнарсен «Химик-Август» команди ушкăнри вăйăсенчех хăйне аван кăтартнă, унтан çĕнтерÿпе тухнă. Çурма финалта Струнино хулин командине 2:0 шутпа парăнтарса çĕнтерÿшĕн пулакан вăййа хутшăнма тивĕçнĕ.

– Финалта Иваново хулин «Текстильщик» командипе тĕл пултăмăр. Çав тери çивĕч иртрĕ вăл. Тĕп вăйă никам çĕнтерейменнипе – 2:2 шутпа вĕçленчĕ. Шел те, матч хыççăнхи пенальтире пирĕн хапхана пĕр мечĕк кĕртсе ячĕç. Çапла эпир кĕмĕл призерсем пулса тăтăмăр, – терĕ «Химик-Август» командăн тренерĕ Владимир Лаптев.

Çак турнир хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеме, ÿстерме май панине те палăртрĕ вăл. Çамрăк футболистсен те кăмăлĕсем çĕкленÿллĕ. Халĕ вĕсен тата та сумлăрах ăмăртура вăй виçме тивĕ – «Текстильщик» пекех вĕсем те Раççей финалне хутшăнма тивĕçнĕ. Вăл сентябрĕн 22–29-мĕшĕсенче Анапăра пулать.

Маларах çак турнир йĕркипех, Владимир хулинчех, 2007 çулта çуралнă ачасем хушшинче те çивĕч кĕрешÿ пынă. «Химик-Августăн» ку ÿсĕмри футболисчĕсем регионсенчи вунтăватă командăран çиччĕмĕш вырăн йышăннă.

Футболистсене сумлă турнира хутшăнма «Август» компани, «Химик» спорт клубĕ пулăшнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Метрика