Çуллахи каникул тата отпусксен тапхăрĕнче парăмсене вăхăтра татни уйрăмах пĕлте-рĕшлĕ. Ют çĕршывра канма ĕмĕтленетĕр пулсан – пушшех те.
Унсăрăн çулталăкĕпе кĕтнĕ канусăр юлма пултаратăр. Çавăнпа та пĕр-пĕр çĕре путевка туянас умĕн хăвăрăн парăм пуррине е çуккине тĕрĕслесен аван.
Суд приставĕсен федераллă службин республикăри управленийĕ аса илтерет: информацие управленин официаллă сайтĕнче «Пурнăçлав ĕçĕсен даннăйĕсен банкĕ» уйрăмĕнче хăвăр тĕллĕн пĕлме пултаратăр.
Хăйсен ячĕсене парăмçăсен списокĕнче тупнă граждансене е учреждени-организацисене тÿлевсене çак мелсемпе татма сĕнетпĕр:
«Пурнăçлав ĕçĕсен даннăйĕсен банкĕ» сервис пулăшнипе Промсвязьбанкăн, КИВИ (комиссисĕр), РОБОКАССА, ОПЛАТАГОСУСЛУГ.РУ, Вэбмани, Яндекс.Деньги электронлă тÿлев системисем урлă;
мобильлĕ хатĕрсен «ФССП» приложенийĕ пулăшнипе электронлă тÿлев системисем урлă;
Сбербанк Онлайн интернет-банкри уйрăм кабинетран (Раççей Сбербанкĕн банк карттисемпе усă куракансем валли);
терминалсемпе банкоматсем урлă;
управленин официаллă сайтĕнчен пичетлесе кăларнă квитанципе банкра тÿлесе;
мобильлĕ терминалпа усă курса суд приставне хăйне тÿлесе.
Халĕ Android, iOS, Windows Phone оперативлă системăсене усă куракан мобильлĕ хатĕрсемпе те парăмсем çинчен информацие илме май пур.
«ФССП» приложени тÿлевсене онлайн-мелпе хывма та пулăшать. Çавăн пекех социаллă сетьсемпе мобильлĕ хатĕрсен приложенийĕнче сведенисене пĕрмаях илсе тăма çырăнма пулать. Капла çĕнĕ парăмсем тупăнни е улшăнусем çинчен çийĕнчех хыпарласа тăраççĕ.
Суд приставĕсен службин районти пайĕ граждансене парăмсене вăхăтра татмаллине асăрхаттарать. Вăрнарти пай адресĕ: Первомайски урамĕ, 18-мĕш çурт.
И.СЕМЕНОВА,
суд приставĕсен службин районти пайĕн пуçлăхĕ.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
