Тележурналист ĕçĕпе паллаштарнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.11.2017, 10:09 Просмотров: 583

Шкулта вĕренекенсене тĕрлĕ профессипе паллаштарасси библиотекарьсен тĕп тивĕçĕсенчен пĕри пулса тăрать. Малтикас Ялтăра ял библиотекинче «Профессие суйласси – шăпа суйлавĕ» ятпа профориентаци урокĕ иртнĕ.

Унта «Чăваш ен» патшалăх телерадио компанинче ĕçлекен Вероника Павловăна чĕннĕ. Вăл «Çĕнĕ кун» телекăларăма ертсе пырать.

В.Павлова Малтикас Ялтăра ялĕнче çуралса ÿснĕ. Г.Лебедев ячĕллĕ республикăри лицей-интернатра пĕлÿ пухнă. Хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнче филолога вĕреннĕ.

Вероника хăйĕн ĕçĕ пирки тĕплĕн каласа панă, çынран интервью мĕнле илессипе мастер-класс ирттернĕ, çавăн пекех ыйтусене хуравланă, журналистикăн хăшпĕр вăрттăнлăхĕсене уçса панă. Шкул ачисем хăйсен тĕллевĕсемпе паллаштарнă% пĕри врач, тепри учитель пуласшăн. Кама мĕнле професси килĕшет – çавна пĕлтернĕ.

Вероника Сочири пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивальне мĕнле кайса килни пирки те каланă. Мероприятипе ачасем кăмăллă юлнă, тĕлпулу усăллă иртнине пĕлтернĕ.

К.ПЕТРОВ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика