Хуласен тупăшăвĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.12.2017, 10:23 Просмотров: 744

Районăн çамрăк атлечĕсем черетлĕ ăмăртура лайăх результатсемпе савăнтарчĕç.

Иртнĕ канмалли кунсенче Çĕнĕ Шупашкарта Совет Союзĕн Геройне М.Дудецкие асăнса çăмăл атлетика енĕпе Раççей хулисем хушшинче матч тĕлпулăвĕ пулнă. Вăрнарсем унта икĕ «бронза» çĕнсе илнĕ.

Район чысне пиллĕкĕн хÿтĕленĕ: Данил Данилов, Екатерина Васильева – Аçăмçырми шкулĕ, Дарья Яковлева – Хăмăш, Кристина Иванова – Услапа Нурăс тата Анастасия Николаева – Калинино.

Бронза медальсене Кристина Иванова 1500 метрлă дистанцире, Екатерина Васильева 3000 метрлă дистанцире тивĕçнĕ.

Старта Ульяновск облаçĕн, Тутарстан, Мари Эл тата Чăваш Республикисен спортсменĕсем тухнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика