Мускавра – пĕрремĕш!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.12.2017, 08:59 Просмотров: 676

Канмалли кунсенче Мускавра ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен (2002–2005 çулсенче çуралнă хĕрсем хушшинче) пысăк ăмăртăвĕ иртнĕ.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди йышĕпе унта Вăрнар районĕн виçĕ хĕрĕ хутшăннă: Альбина Максимова, Александра Волкова тата Катя Кошкина. Ку кĕрешÿçĕсем пурте Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн Виталий Петрович Трофимовăн воспитанникĕсем.

Мускаври турнирта Мăн Явăш хĕрĕ Катя Кошкина чăвашсен, вăрнарсен ятне çÿле çĕкленĕ – ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Саламлатпăр!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика