Кадетсен балĕнче – 2-мĕш

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.12.2017, 09:04 Просмотров: 620

Виçĕмкун Шупашкарта республикăри кадет класĕсенче вĕренекенсем бал ташшине ташлассипе тупăшнă.

Ача-пăча пултарулăх çуртĕнче иртнĕ Георгий балне Чăваш енри 14 кадет класĕ (9–11-мĕш классенче вĕренекенсем) хутшăннă. Вăл шутра – Калининăри вăтам шкултан 11-мĕш класс та.

Кадетсем гранд-маршпа утса тухнă. Бал ташшине виçĕ енпе хакланă. Обязательнăй бал композицийĕпе калининăсем 1-мĕш пулнă, ирĕклĕ бал композицийĕпе – 2-мĕш. Мăшăрпа ташлассипе те кĕмĕл призерсем. Катя Судовапа Коля Ситников хăйсен вальсĕпе жюрие хытах тыткăнланă.

Пĕтĕмĕшле кăтартупа Калининăри кадет класĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика