Çамрăксен форумĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.12.2017, 16:01 Просмотров: 587

Иртнĕ эрнере Çĕмĕрле хулинче иртнĕ «21 регион. Точка» форумран та техникумра вĕренекенсем чылай усăллине илнине пĕлтерчĕç.

Мастер-классем пилĕк площадкăра сарăлнă. Арина Поспелова акă «Вĕрентÿ. Творчество», Домна Антонова тата Анна Трофимова «Карьера», Татьяна Антонова, Екатерина Нараткина, Ирина Порфирьева «Çамрăксен политики» ушкăнсенче ĕçленĕ.

– Пире уйрăмах пысăк компанисен, ресторансен аталанăвĕн проекчĕсем килĕшрĕç. Мастер-классем пурнăçра кашни хăйне кирлĕ çул суйласа илсе çĕкленме май пуррине кăтартса пачĕç, – терĕç хĕрсем.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика