«Земство фельдшерĕ» ĕçлеме пуçланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.02.2018, 09:52 Просмотров: 571

Медицина специалисчĕсене яллă вырăна явăçтарас тĕллевпе кăçалтан «Земство фельдшерĕ» программа ĕçлесе кайрĕ.

Унпа килĕшÿллĕн пилĕк çуллăха яла ĕçлеме куçма хатĕр фельдшерсене пĕр хутчен 500 пин тенкĕлĕх компенсаци тÿлĕç.

2018 çулта ку программăпа республикăри фельдшерпа акушер пункчĕсене 50 фельдшера ĕçе илме палăртнă.

«Земство тухтăрĕ» программа ĕçлеме пуçланăранпа яллă вырăнсене 371 çамрăк врач специалиста явăçтарнă, пĕлтĕр – 56.

Вăрнар районĕнче ку программăпа 2017 çулта 2 врач ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтрах района 10 ФАП заведующийĕ, тăватă пĕтĕмĕшле практика врачĕ, педиатр, врач-анестезиолог, кардиолог, УЗИ врачĕ кирлĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика