Пӗрлехи информаци кунӗ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 18.03.2026, 14:10 Просмотров: 62

DSC 0028

💢 Паян, мартӑн 18-мӗшӗнче, Вӑрнар округӗнче Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Ӑна Хапӑсри культура ҫуртӗнче йӗркелерӗҫ.

✅Тӗлпулӑва Чӑваш енри транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ Максим Петров, сывлӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Марина Сергеева, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Андрей Марушин, округ пуҫлӑхӗ Надежда Никандрова ҫитрӗҫ. Тӗп темӑсем тавра анлӑ калаҫусем иртрӗҫ.

☝Информкуна Упнер территори пайӗнче пурӑнакансем кӑна мар, округри вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисемпе шкул директорӗсен заместителӗсем те хутшӑнчӗҫ.

✅"Результат пур!" 2021-2026 ҫулсенчи Халӑх программине ӗҫе кӗртессипе епле тӑрӑшнине сӳтсе яврӗҫ. "Единая Россия" партин "Хӑрушсӑр ҫулсем" проекчӗ ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланса пынине тӗслӗхсемпе ҫирӗплетрӗҫ.

👏 Максим Петров хӗлле ҫулсене юртан тасатас ӗҫе Вӑрнар округӗнче тивӗҫлӗ пурнӑҫланине палӑртрӗ.
Надежда Никандрова ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, вӑл-ку ыйтусем пулсан та проблемӑсене ҫийӗнчех татса панӑ. Малалла тепӗр яваплӑ тапхӑр - юр ирӗлсе пӗтсен ҫулсем ҫинчи шӑтӑк-путӑка сапласси.

☝"Ҫирӗп ӳт-пӳре ҫирӗп чун", теҫҫӗ. ГТО нормативӗсене пӗлтӗр округра 1477 ҫын пурнӑҫланӑ, ҫав шутра 1025-шӗ - шкулсенче ӑс пухакансем.

✅Округра пурӑнакансене физкультурӑпа спорта ытларах явӑҫтарасси, ҫамрӑк кадрсене тӑван енче тӑрӑшма хавхалантарасси,
демографи лару- тӑрӑвӗ, мушенниксем улталасран яланах сыхӑ пуласси пирки те калаҫрӗҫ.

☝Информкуна килнисем влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем умӗнче
ҫивӗч ыйтусем те ҫӗклерӗҫ.

Тӗплӗнрех " Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" хаҫатӑн черетлӗ номерӗнче

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика