Категория: В РАЙОНЕ
Опубликовано: 16.09.2026, 10:57
Просмотров: 29
Раççейре пациентсен хăрушсăрлăх эрни пуçланчĕ. Ку мероприятие кашни çулах 17-мĕш сентябрте паллă тăвакан Пациентсен хăрушсăрлăхĕн пĕтĕм тĕнчери кунне халалланă. Эрнен тĕп тĕллевĕ - медицина пулăшăвĕ панă чухне сиен кÿрес хăрушлăха чакарсасси питĕ пĕлтерĕшлине аса илтересси. Статистика тăрăх, çакăн пек лару-тăрусенчен çурри ытларах эмелсене тĕрĕс мар усă курнипе çыхăннă. Хăвăра хÿтĕлеме тата сипленнĕ чухне хăрушлăха чакарма çаксене яланах асра тытмалла:
- çырса панă эмелсен ячĕсене тата вĕсен виçисене яланах тĕрĕслĕр, уйрăмах сире сиплекен тухтăр улшăннă пулсан;
- темиçе эмел çырса панă пулсан, вĕсен пĕр-пĕринпе килĕшсе тăрасси пирки тухтăртан ыйтса пĕлĕр;
- диагноз тĕрĕс пулнине иккĕленетĕр пулсан, тепĕр специалист патне кайăр, «иккĕмĕш шухăш» ыйтăр;
- операци е процедура умĕн вĕсен тĕллевĕ тата мĕнле иртесси пирки тĕплĕн ыйтса пĕлĕр;
- тухтăртан ыйтма хăрамалла мар: ăнланма йывăр терминсене, сиплев меслечĕсене тата малашлăх прогнозне уçăмлатма ыйтăр;
- анализ илнĕ чухне лаборант стериллĕх йĕркисене пăхăннине (перчатка улăштарни, стериллĕ упаковкăна сирĕн умра уçни) тĕрĕслеме хăрамалла мар;
- хăвăрăн тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ илмелли правасене тата сипленме килĕшмен чухнехи условисене пĕлмелле;
- енчен те ыйтусем сиксе тухсан, страховой компание е Росздравнадзора çырса йытса пĕлме пултаратăр.
Республикăри общество сывлăхĕн, профилактика медицинин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕ
Добавить комментарий