Республикăри «Неопалимая купина» конкурса кăçал пĕтĕмпе 520 ĕç тăратнă – пурте район-хула тапхăрĕн çĕнтерÿçисем.
Кашни ĕç хăйнеевĕрлĕ пулнине палăртать жюри: вĕсенче авторĕсем пушартан сыхланас ыйтăва çивĕч çутатнă тата вут-çулăм хăрушсăрлăхне кăтартнă, çавăн пекех пушарпа кĕрешекенсен хăюлăхĕпе хастарлăхне те сăнланă. Кăçал конкурса Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществине туса хунăранпа 130 çул çитнине халалланă.
«Декоративлă-прикладной пултарулăх» номинацире, акă, Калининăри «Светлячок» тата Вăрнарти «Ручеек» ача сачĕсен воспитанникĕсен Александра Волковапа Степан Фоминăн, Вăрнарти 2-мĕш тата Кÿстÿмĕр шкулĕсенче вĕренекен Кирилл Волковпа Виолетта Ирикован алĕçĕсем тивĕçлипе пĕрремĕш вырăн йышăннă.
«Илемлĕ ÿнер пултарулăхĕ» номинацире вара çĕнтерÿçĕсем пиллĕкĕн% Валерия Петрова («Умничка» клуб), Дарья Тимофеева (ача-пăча пултарулăх çурчĕ), Кристина Ерлыгина тата Виктория Павлова (Кÿстÿмĕрти тата Ярмушкари шкулсем), Петр Елимов (Калининăри шкул-интернат).
Çавăн пекех «Пултарулăхăн техника тĕсĕсенче» Кÿстÿмĕрти шкулта вĕренекен Егор Ерлыгинăн ăста ĕçĕ те чи лайăххисен йышне кĕнĕ.
Çĕнтерÿçĕсемшĕн ăмăрту вĕçленмен-ха. Малалла вĕсем Раççейри финалта мала тухассишĕн тупăшĕç.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
