Пĕлтĕр Вăрнар енче инфекци тата паразит чир-чĕрĕ тĕлĕшпе 3231 тĕслĕхе регистрациленĕ. Ку кăтарту 2021 çулхи шайрах юлнă.
Инфекци тата паразит чирĕсен тытăмĕнче респираторлă чир-чĕр ?ОРЗ% - 86,8 процент, пыршă инфекцийĕсем - 4,3 процент, сывлăш-тумлам урлă ерни - 2,8 процент, ÿпке шыçни - 2,1 процент.
Палăртмалла, иртнĕ çул «ОРЗ» диагнозпа 2805 тĕслĕхе регистрациленĕ, ку вăл виçĕмçулхинчен 19 :, темиçе çулхи вăтам кăтартуран 94 : пысăкрах. Гриппа 9 çын чирленĕ. Е малтанхи çулхинчен 3 хут нумайрах.
Пыршă инфекцийĕсем тĕлĕшпе - 139 тĕслĕх, 2021 çулхинчен 9 процент пысăкрах. Сальмонеллез ернĕ 4 çынна тупса палăртнă.
Шатра чирĕпе аптракансем 93-ĕн пулнă. Кăтарту виçĕмçулхинчен 27 процент ÿснĕ. Пĕлтĕр ÿпке шыççипе нушаланакансем 67-ĕн е 2021 çулхинчен 7,7 хут пĕчĕкрех пулнине çирĕплетнĕ. Ку инфекци тĕлĕшпе пĕлтĕр эпидеми лару-тăрăвĕ ăнăçлăрах тесе палăртнă.
Чĕрчунсем этеме çыртнă тĕслĕхсем 61 е виçĕмçулхинчен 13: сахалрах çырăннă.
Пĕлтĕр сăвăс 12 çынна çыртнă. Скарлатинăпа çыхăннă пĕр тĕслĕхе регистрациленĕ. ГЛПСпа ?геморрагическая лихорадка с почечным синдромом% 3 çын нушаланнă. Иртнĕ çул социаллă инфекцисем тĕлĕшпе кăтартусем çапларах: микроспори тĕслĕхĕ - 16, ВИЧ-инфеци - 8, туберкулез - 14. Палăртмалла, туберкулезпа чирлисен йышĕ 29 процент чакнă. Анчах та тимлĕ пулмалла. ВИЧ-инфекци ернисен шучĕ 14 процент ÿснĕ.
Паразит чир-чĕрĕ тĕлĕшпе санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ ăнăçлăрах пулнă. Лямблиоз - 4, аскаридоз - 2, энтеробиоз - 1 тĕслĕх.
Роспотребнадзорăн Канаш хулинчи уйрăмĕ.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
