Ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.10.2023, 08:54 Просмотров: 345

Çул ÿсĕмне пăхмасăрах хастарлăха çухатманни питĕ аван. Спортра, пултарулăхра маттур-и е алĕçĕ сирĕн чун киленĕçĕ-и - май килнĕ таран активлă пулма тăрăшмалла, тавралла мĕн пулса иртнипе çивĕч интересленмелле. Ун пек чухне кирек мĕнле ÿсĕмре те çын хăйне çамрăкрах тата сывăрах туять.

Шĕнер тăрăхĕнче пурăнакансем, акă, юрра-ташша çав тери ăста. Вырăнти артистсем ентешĕсене кăна мар, ытти ялсене, округ тулашне тухса çÿресе те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.

Нумаях пулмасть ку тăрăхри «Шĕнер-Ен» ушкăн аслă çулхисен тата ветерансен республика фестиваль-конкурсĕн çĕнтерÿçисен Гала-концертне хутшăнма тивĕçнĕ. Трактор тăвакансен керменĕн сцени çинче вĕсем хăйсен ăсталăхĕпе «Хореографи» номинацире паллаштарнă - чăваш ташшипе çыхăннă йăласене кăтартнă. Шĕнерсен илемлĕ ташшисем, чипер хусканăвĕсем куракансен кăмăлне çĕнсе илнĕ, вĕсем II степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Чăнах та маттурсем!

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика