Гран-при çĕнсе илнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.07.2024, 14:27 Просмотров: 239

Ырă хыпарсем савăнтараççĕ. Ентешсемшĕн вара уйрăмах чĕре хĕпĕртет. Акă, Кушар Юнтапари культура çурчĕ çумĕнчи «Алтăр-çăлтăр» коллектив халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Азов тинĕсĕнчи вырăс купăсĕ» фестивалĕнче мала тухнă. Гран-при çĕнсе илнĕ. Пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи - Александр Мефодьевич Иванов.

Пысăк мероприяти июлĕн 7-13-мĕ-шĕсенче Краснодар крайĕнчи Кучугуры поселокĕнче иртнĕ. Хастарсем спонсорсем пулăшнипе ку тăрăха хăйсен транспорчĕпех çитнĕ. Çавăн пекех ансамбль участникĕсем Виталий Варламовпа Станислав Шумилов та палăрнă - II-III-мĕш степеньлĕ лауреатсем пулса тăнă.

Асилтеретпĕр, иртнĕ çул та хастар коллектив фестивале хутшăннă. Ун чухне те Гран-при çĕнсе илнĕ. «Алтăр-çăлтăр» коллектива тата унăн солисчĕсене ентешĕсем çитĕнÿпе саламлаççĕ, пуян репертуарпа малалла та халăха савăнтарма сунаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика