Хирĕçÿрен пуçланнă та...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2025, 11:16 Просмотров: 147

Раççей Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн округри 36-ри хĕрарăм упăшки пулнă арçынна вĕлерме хăтланнă тесе шутлаççĕ.

Çак сăлтавпа ун тĕлĕшпе Раççей Уголовлă кодексĕн 30-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе, 105-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă-мĕн.

Халĕ ку киревсĕр ĕçе тишкерсе следстви ĕçĕсем пыраççĕ. Следовательсем инкек вырăнне тĕрĕсленĕ, суд экспертизисене ирттерме палăртнă, çавăн пекех свидетельсенчен те курни-илтнине ыйтса пĕлеççĕ.

- Ку пăтăрмахлă ĕç январĕн 24-мĕшĕ умĕнхи каçхине Кивьял Хапăсри пĕр кил-хуçалăхра тухнă. Малтанхи тĕрĕслевсем кăтартнă тăрăх, ÿсĕр хĕрарăм çурт верандинче арçынна çĕçĕпе чикнĕ: кăкăр тĕлĕнчен тăватă хутран кая мар яшлаттарнă. Çакнашкал тискерлĕх вара пĕтĕмпех хирĕçÿ-харкашуран пуçланнă. Телее, аманнă арçын чĕрĕ юлма пултарнă - васкавлă медицина пулăшăвне вăхăтра чĕннине кура. Халĕ вăл сиплев çуртĕнче, кунта ăна квалификациллĕ пулăшу параççĕ, - малтанхи тĕпчевсен кăтартăвĕсене пĕлтерет Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика