Кам ăстарах?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2025, 11:27 Просмотров: 204

Вăрнарти «Рябинка» ача садĕнче шкул ÿсĕмĕчченхи учрежденисен воспитанникĕсем хушшинче «Тĕлĕнтермĕш-шашка» турнир иртнĕ.

Шашка хăмисем çинче «Солнышко», «Ромашка», «Сеспель», «Ручеек», «Рябинка», «Светлячок» ача сачĕсенчи 17 шăпăрлан тупăшнă.

Вăййа пурте пысăк яваплăхпа тата кăсăкланса хутшăннă. Мала тухнисене грамотăсемпе чысланă.

Каласа хăвармалла, «Рябинка» ача садĕнче çамрăк ăру пĕчĕкренех ăс-тăна аталантартăр, шашкăлла выляса ÿстĕр тесе тĕллевлĕ тăрăшаççĕ. Воспитанниксем хушшинче час-часах ăмăртусем йĕркелеççĕ. Ку ача сачĕн воспитателĕсем сĕннипе округра турнир ирттерме йышăннă.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика