Раççейре тупăшĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.02.2025, 13:29 Просмотров: 210

Республикăра «Золотая шайба» ăмăртăвăн вăййисем пыраççĕ. Унта Вăрнарти «Кристалл» команда та хастар хутшăнать, тĕслĕх кăтартать.

Иртнĕ эрнере, ак, 2012-2013 çулсенче çуралнисем финалта тупăшнă. Вăрнарсен «Кристалл» команди сахал йышпа пулин те çĕнтерÿçĕ пулса тăма пултарнă. Уйрăмах Егор Шашков лайăх вăйă кăтартнă. Виçĕ тĕлпулура кĕртнĕ вунпĕр шайбăран вуннăшĕ - унăн.

1-мĕш вырăншăн вăрнарсем Елчĕк округĕнчи «Яльчики» командăпа кĕрешнĕ.

Халĕ Вăрнар хоккеисчĕсем Раççей турнирне хутшăнма хатĕрленеççĕ. Республикăн пĕрлештернĕ командипе пĕрле унта Егор Шашков тата Александр Уткин хутшăнаççĕ.

Çавăн пекех ыран 2010-2011 çулсенче çуралнисем хушшинче пĕтĕмлетÿллĕ вăйăсем иртеççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика