Йĕркене кĕртĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2025, 19:06 Просмотров: 711

Кивви çĕмĕрĕлнĕ, çĕнни патне вара пылчăк çăрса каçмалла, пăшăрханаççĕ Севернăй тата Тракторнăй тăкăрлăкра пурăнакансем иртнĕ çул вĕçĕнче сарнă тротуар пирки. Чăн та, хальлĕхе ăна çыхăнтаракан хытă çул çук-ха, çавăнпа та çынсен типĕрех е путман вырăн шырама тивет.

«Пăшăрханма кирлĕ мар,- лăплантарать подрядчик. - Çанталăк лайăхлансан тротуар «тураттисене» те тума тытăнĕç. Хальлĕхе ĕçсем вĕçленмен-ха...»

Пĕлтĕр кунта, Севернăй тăкăрлăкри 6-мĕш тата 6-мĕш А çуртсем умĕнче, строительство ĕçĕсем пуçланчĕç. Округ администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кунта спорт площадкисем пулмалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика