Асăрханулăх пирки манма юрамасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.03.2025, 19:18 Просмотров: 487

Унчченхи çулсенчен ас тăватпăр: çуркунне-çулла çутçанталăк пушарĕсем хăрушшăн алхасни те пулать. Вĕсен чи тăтăш сăлтавĕсем - типĕ курăка, хытхурана чĕртсе яни. Çуркунне, акă, ăшă хĕвел хĕртнипе пĕлтĕрхи курăк-хăмăл хăвăрт типсе каять. Сигарет тĕпĕ е шăрпăк пăрахсан та вăл çăмăллăнах хыпса илме пултарать.

Çурхи кунсем пуçланчĕç кăна, республикăра вара кунашкал инкексем çырăнма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Типĕ курăк çуннă тĕслĕхсем те, çÿп-çап чĕртсе янисем те чылай. Шел те, çакăн пек пысăк хăрушлăх кăларма пултаракан тĕслĕхсем нумай чухне çынсен хăйсен асăрханусăрлăхне пула тухаççĕ.

МЧС сотрудникĕсем те çирĕплетеççĕ: çутçанталăк пушарĕсен 90 проценчĕн сăлтавĕ - çынсен айăпĕ. Ку статистикăра инкексен хисепĕ ан ÿстĕр тесен питĕ сыхă пулма сĕнеççĕ:

Курăкпа типĕ турат-çапăна ан çунтарăр.

Сÿнтермен чĕлĕм тĕпĕпе шăрпăка ăçта килнĕ унта ан ывăтăр.

Кăвайта нихăçан та асăрхавсăр ан хăварăр.

Кану вырăнĕнче вут-çулăм чĕртнĕ-тĕк, вăл тĕппипе сÿнмесĕр унтан пăрахса ан кайăр.

Кил-хуçалăхра уçă территорире çÿп-çапа тата йăлари каяшсене ан çунтарăр.

Ан манăр: курăка çунтарассине саккунпа чарнă. Йĕркене пăснăшăн штраф тÿлеттерме те, уголовлă явап та пăхнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Метрика