Кăçал республика çулĕсем çинче шăтăк-путăк юсавне унчченхи çулсенчен уйăх маларах пуçланă. Çуркунне ир килнине кура ку енĕпе ĕçе хăвăртлатма Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушу панă.
Çапла майпа çул-йĕр никĕсне вĕри асфальтпа тÿрлетсе тикĕслессине мартăн 13-мĕ-шĕнченех тытăннă. Ку эрне пуçламăшĕ тĕлне пурнăçланă ĕçсен лаптăкĕ 13 пин тăваткал метртан ытла пулнă - кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен виçĕ хут пысăкрах. Подряд организацийĕсем умне автоçулсен сетĕнчи шăтăк-путăк юсавне май уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме задача лартнă.
Палăртнă тăрăх, регион сечĕсенче хĕлле хыççăнхи арканнă вырăнсене комплекс майĕпе виçĕ енпе йĕркене кĕртĕç. Федераллă çул-йĕр çинче юсава 4 пин тăваткал километрта пурнăçланă ĕнтĕ. Унсăр пуçне тата 3 пин тăваткал метр лаптăкра ĕçлемелле.
Вырăнти çул-йĕр сетĕнче вара юсав 70 пин енне тăваткал метрта кирлĕ. Ĕçсем Шупашкарта тата хăшпĕр округсенче пыраççĕ ĕнтĕ. Муниципалитетсенче, палăртнă тăрăх, çул-йĕр çитменлĕхĕсене вĕри асфальтобетонпа усă курса сирессине апрельтен тытăнмалла.
Хамăр тăрăхри пирки калас-тăк, округ администрацийĕн информацийĕ тăрăх, район çулĕсем çинче шăтăк-путăксене сапламалли - 5 пин ытла тăваткал метр. Унсăр пуçне поселокра - 920 тăваткал метр.
Каламалла, автоçулсене арканасран сыхласа хăварас тĕллевпе республикăра мартăн 30-мĕшĕнчен апрелĕн 30-мĕшĕччен регион тата муниципалитетсем хушшинчи пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче пысăк грузлă транспорта çÿреме вăхăтлăх чару кĕртеççĕ.
Хамăр инф.
Май 2025 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
28 | 29 | 30 | 1 | 2
|
3 | 4 |
5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 |
19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |