Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев уйрăммăн палăртнăччĕ: сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн мĕнпур шайри инфраструктурине çĕнетесси кăçал та малалла тăсăлĕ. Пахалăхлă медицина пулăшăвĕ кÿрессине лайăхлатас тĕлĕшпе пирĕн округра та чылай çĕнетÿ пурнăçланмалла.
Уйкас Кипек ялĕнче, акă, пысăк ĕç пырать: строительсем модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне çĕклеççĕ. Ку çурта паянхи технологисемпе тата материалсемпе усă курса хăпартаççĕ. Строительство ĕçĕсем «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн йĕркипе иртеççĕ. Хальхи вăхăтра, каламалла, ФАП ача-пăча сачĕн çуртĕнче вырнаçнă. Вăл паянхи требованисене тивĕçтермест.
Вăрнар район больницин тĕп врачĕ Сергей Илюткин палăртнă тăрăх, ФАП-сем уçма май тупни - округ центрĕнчен аякра пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ку ыйтăва тимлĕх уйăрнине кура ял çыннисен пахалăхлă медицина пулăшăвне вырăнтах илме майсем ÿсеççĕ. Çĕнĕрен çĕкленекен фельдшер пункчĕ çумне çирĕплетнĕ ялсем Вăрнартан 25-27 километр инçерех. Вĕсенче 300 енне çын пурăнать. ФАП-ра вара хальхи стандартсене тивĕçтерекен условисем пулĕç: процедурăсем ирттермелли, çынсене йышăнмалли кабинетсем, хевтесĕр çынсем валли санитари пÿлĕмĕ, йышăнăва кĕтсе лармалли хăтлă вырăн.
Каласа хăвармалла, кăçал пирĕн тăрăхра виçĕ медицина объектне хăпартма палăртаççĕ: икĕ модульлĕ ФАП-па пĕтĕмĕшле практика врачĕн пĕр офисне.
Хамăр инф.
Май 2025 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
28 | 29 | 30 | 1 | 2
|
3 | 4 |
5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 |
19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |