Вăрнар округĕнче çурхи каникул вăхăтĕнче вĕрентÿ ĕçченĕсен спорт уявĕ иртнĕ. Чи вăйлă волейболистсен ятне çĕнсе илессишĕн 7 команда тупăшнă.
Турнира савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Пĕтĕм Раççейри вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюзĕн округри организацийĕн председателĕ Елена Карпова, «Рассвет» спорт шкулĕн директорĕ Владимир Прокопьев ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçу, çĕнтерÿ патне мĕнпур вăйран ăнтăлма суннă.
Пĕр минут иртнĕ-иртмен çивĕч кĕрешÿ пуçланнă. Кирек мĕнле ăмăртура чи маттуррисем çĕнтереççĕ. «Рассвет» спорт шкулĕн команди мала тухнă. Мăн Явăш шкулĕн команди иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Калининăсем - виççĕмĕшсем.
Призлă вырăнсене йышăннисене диплом, укçа-тенкĕ парса хавхалантарнă. Çĕнтерÿçĕ-командăна куçса çÿрекен Кубокпа та чысланă.
Турнирта хастарлăх кăтартакансем те наградăллă пулнă. Санарпуç тата Çĕрпел шкулĕсен командисем «Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн» диплома тивĕçнĕ.
Елена ГРИГОРЬЕВА
Май 2025 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
28 | 29 | 30 | 1 | 2
|
3 | 4 |
5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 |
19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |